Хальхи вӑхӑтра биатлон енӗпе Тӗнче кубокӗ пырать. Унӑн иккӗмӗш тапхӑрӗ ӗнер, раштавӑн 9-мӗшӗнче, Слловенири Поклюка хулинче пуҫланчӗ. 2016/2017 ҫулсенчи тапхӑрӑн хальхи ӑмӑртӑвӗнче ултӑ тупӑшу пӑхса хӑварнӑ: икӗ спринт (кӗске инҫӗшне чупасси), хӑваласа ҫитессишӗн тупӑшмалли икӗ ӑмӑрту тата икӗ эстафета.
Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ ушкӑнне арҫынсенчен Антон Бабиков (Пушкӑртстан), Максим Цветков (Мускав), Матвей Елисеев (Мускав), Антон Шипулин (Свердловск облаҫӗ), Евгений Гараничев (Тӗмен облаҫӗ), Юрий Шопин (Чӗмпӗр облаҫӗ), хӗрарӑмсенчен Чӑваш Енри Татьяна Акимова, Анастасия Загоруйко (Тӗмен облаҫӗ), Ольга Подчуфарова (Мускав), Екатерина Глазырина (Свердловск облаҫӗ), Светлана Слепцова (Югра) кӗнӗ.
Пӗрремӗш тапхӑрти ӑмӑрту хыҫҫӑн Татьяна Акимова уйрӑм зачетпа Раҫҫей биатлонисчӗсенчен чи вӑйли: ун чухне вӑл 49 очко пухса тӗнчери ҫав ӑмӑртӑва хутшӑннӑ биатлонисткӑсем хушшинче 23-мӗш вырӑн йышӑннӑччӗ. Ӗнерхи спринтра пирӗн ентеш финишра 29-мӗш вырӑна тухнӑччӗ. Халӗ кӑна, темиҫе минут каялла вӗҫленнӗ пасьютра вӑл хӑйӗн позицине лайӑхлатрӗ — 20-мӗш тухрӗ. Пенӗ чухне Татьяна тӑватӑ хутӗнче те (иккӗ — выртса тата ҫавӑн чухлех — тӑрса) тӗрӗс лектерчӗ.
Чӑваш наци вулавӑшӗнче ӗнер, чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Чӑваш халӑх ӑс-хакӑлӗпе ӳнер академийӗн ҫулталӑкри черетлӗ ларӑвӗ иртрӗ. Академи пайташӗсем чӑвашран ҫеҫ мар, инҫетри тӑрӑхсенчен те килсе ҫитрӗҫ — Тутарстанран, Чӗмпӗртен, Пушкӑртран тата ытти облаҫсемпе республикӑсенчен.
Пухура ҫулталӑк хушшинче туса ирттернӗ ӗҫсем пирки каласа пачӗҫ, ҫӗнӗ пайташсене йышӑнчӗҫ (сӑмахран, Мускаван ҫитнӗ Владимир Болгарские). Чи тӑрӑшуллисене хисеп хучӗсемпе чысларӗҫ. Чӑваш халӑх академине пулӑшакансене те манмарӗҫ, вӗсене те хисеп хучӗсемпе чыс турӗҫ.
Пухӑва Станислав Отрыванов ертсе пычӗ. Сӑмах илнӗ хыҫҫӑн кӑҫал вӑл Пӳлерпе Пӑлхар хулисене тата Хусанти Ар масарӗ ҫине ҫитсе килни пирки пӗлтерчӗ. Ҫак ҫулҫӳревре ӑна хумхантарса янӑ пулӑмпа та вӑл пухӑннисене паллаштарчӗ. Хусанти Ар масарӗнче вырнаҫнӑ Николай Ашмарин вил тӑприйӗ ытла та кичеммӗн ларать иккен. Ку уйрӑмах юнашар тенӗ пек вырнаҫнӑ Николай Лобачевскийӗн вил тӑприпе танлаштарсан курӑнать. Станислав Отрыванов пирӗн халӑхшӑн пысӑк ӗҫ тунӑ Николай Ашмаринӑн палӑкне хӑт кӗртме ыйтрӗ, ку енӗпе хӑй те пулӑшма хатӗрри пирки каларӗ.
Шупашкар каччи Сергей Паршаков ятне-шывне, тӗнне ылмаштарса Чех Республикине пурӑнма тухса кайнӑ. Хӑвӑрт утассипе тӗрлӗ ӑмӑртӑва хутшӑннӑ ҫак ҫын тупӑшӑва кайма кредит та илме тивнине «Чемпионат» спорт порталӗ паян пӗлтернӗ.
Каччӑ Чӗмпӗр облаҫӗнче ҫуралнӑ. Анчах 17 ҫула ҫитиччен чӑваш ҫӗрӗ ҫинче хӑйӗн тӑванӗ патне килсе хирте сахал мар ӗҫленӗ, аслӑ шкулта вӗреннӗ вӑхӑтра урам та шӑлнӑ, хуралҫӑ та пулнӑ.
Хӑй вӑхӑтӗнче Шупашкарти ЧПУра тухтӑра вӗреннӗ, ҫав вӑхӑтрах спорт секцине ҫӳреме пуҫланӑ. Кайран каччӑ Питӗрти Пирогов ячӗллӗ медицинӑпа хирруги центрӗн ординатуринче ӑс пухнӑ, ҫав вӑхӑтра вӑл тухтӑрта ӗҫлеме пуҫланӑ. Йывӑр чире палӑртнӑ хыҫҫӑн каччӑ ятне-шывне, тӗнне ылмаштарса Чех Республикине Интернет урлӑ паллашнӑ савнӑ хӗрӗ патне тухса кайнӑ, унпа ҫемье ҫавӑрнӑ.
Паян Анселл Ламмерт ятпа ҫӳрекенскер Чех Республикинчи хӑвӑрт утакансен пӗрлештернӗ ушкӑнне лекме ӗмӗтленет. Хӑй вӑл Прага ҫывӗхӗнчи пӗр пульницӑра анестезиолог-реаниматологра ӗҫлет. Спорт мастерӗ усал чире ҫӗнме тем пекех ӗмӗтленет.
Чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Самар хулинче облаҫри XIX «Кӗр сӑри» чӑваш фольклор фестивалӗ иртнӗ. Мероприятие вӑл тӑрӑхри Культура министерстви, Самар хула округӗн администрацийӗ, Халӑх туслӑхӗн керменӗ тата, паллах, унти чӑвашсен «Пехил» обществи йӗркеленӗ.
Кӗр сӑрине Самар, Ӗренпур, Чӗмпӗр облаҫӗсенчи чӑвашсен хӗрӗхе яхӑн пултарулӑх ушкӑнӗсем хутшӑннӑ. Тӑван республикӑмӑртан Зинаида Яковлева ертсе пыракан «Уяв» фольклор халӑх ансамблӗ тата Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Кайри Шӗнерпуҫӗнчи «Илем» фольклор ушкӑнӗ кайнӑ.
Мероприяти вӑхӑтӗнче облаҫри «Ҫулталӑкри чӑваш хӗрарӑмӗ» тата «Выля, хуткупӑс—2016», Самар облаҫӗнче чӑваш халӑхӗн культурине, йӑла-йӗркине, чӑваш чӗлхине упраса хӑварассипе пуринчен лайӑх ӗҫлекен ял тӑрӑхне палӑртмалли конкурссен ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ.
Раҫҫейре Пысӑк этнографи диктантне пӗтӗмлетнӗ. Акцие 90 пин ытла ҫын хутшӑннӑ. Аса илтерер: диктанта юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче ҫырнӑ.
Диктант кӑтартӑвӗсене пӗр уйӑх тишкернӗ. Штаб ӗҫченӗсем Раҫҫейри ҫынсем ӑна вӑтамран миҫе баллӑх ҫырнине палӑртнӑ: 100-тен 54 балл пухнӑ.
Диктанта чи лайӑх ҫыракансем — Тутарстан ҫыннисем. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене Кабардино-Балкари тата Смоленск облаҫӗ лекнӗ. Амур облаҫӗ чи сахал балл пухнӑ. Чӑваш Енри ҫынсем вара диктантра вӑтамран 57,3 балл пухнӑ. Ҫапла пирӗн республика танлаштарӑмра 20-мӗш йӗркене йышӑннӑ.
Чӗмпӗр облаҫӗнче пурӑнакан 12 ҫулти хӗрача та диктанта хутшӑннӑ. Вӑл — чи ҫамрӑкки. Мӑкшӑ Республикинче вара 80-ри арҫын диктант ҫырнӑ.
Ку акцие ҫулсеренех ирттерме палӑртнӑ.
Кашкар Махмучӗ ячӗллӗ ӑмӑртӑвӗн чӑваш тапхӑрӗн 2016 ҫулхи ҫӗнтерӳҫисем паллӑ пулнӑ. Пӗрремӗш вырӑна «Хапха юпи» калавпа Илле Иванов тухнӑ. Сӑмах май, вӑл 2014 ҫулхи ӑмӑртура та «Durak» калавпа ҫӗнтернӗччӗ. Иккӗмӗш вырӑнта — Борис Чиндыков («Presens-Futurum (Умстатья)», виҫҫӗмӗшӗнче — Надежда Ильина («Кустӑрма сасси»).
Ӑмӑртӑвӑн чӑваш тапхӑрне ирттерессишӗн яваплӑ Ҫыравҫӑсен ирӗклӗ пӗрлӗхӗнчен пӗлтернипе, кӑҫалхи ӑмӑртӑва 17 ҫыравҫӑ 21 хайлав тӑратнӑ. Ӑмӑртӑва хутшӑннисем хушшинче чӑвашсен паллӑ ҫыравҫисем Римма Прокопьева, Марина Карягина, Николай Ишентей, Людмила Сачкова, Елена Мустаева, Владислав Николаев, Ион Шеремет пур.
Ҫав вӑхӑтрах ӑмӑртӑва халиччен чӑваш литературинче ытлах палӑрман ҫыравҫӑсем хутшӑнни савӑнтарать: Елена Федотова, Елена Алексеева, Марина Яковлева, Василий Чернов, Александр Михайлов, Виталий Архипов. Хаклавҫӑсене уйрӑмах Йӗпреҫ районӗнчен хутшӑннӑ Роман Евдокимов пултарулӑхӗ килӗшнӗ, пурнӑҫри тӗллевне улӑштармасан, вӑл малашне тӑван литературӑра паллӑ йӗр хӑварма пултарӗччӗ. Ӑмӑрту тӳрелӗхӗ вӗсене те хавхалантармалли майсем шырать.
Ҫакӑ та савӑнтарать: пӗтӗм чӑвашсен ӑмӑртӑвне Пушкӑртстанри, Тутарстанри, Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑваш ҫыравҫисем те хутшӑннӑ.
Чӗмпӗр облаҫӗнче «Сорокин еткерӗсем» фестиваль иртнӗ. Ӑна йывӑҫран тӗрлӗ эреш касса кӑларнӑ Семен Сорокин ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалланӑ. Фестивале Чӑваш Ен ӑстисем те хутшӑннӑ.
Ӑстасем виҫӗ кунра виҫӗ метрлӑ йывӑҫран скульптурӑсем касса кӑларнӑ. Юмахри илемлӗ сӑнарсем пулса тухнӑ. «Хӑвӑрт касса кӑларасси» номинацире И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУн доценчӗ Алексей Казаков ҫӗнтернӗ.
ЧППУ доценчӗ 45 минутра скульптура касса кӑларнӑ. Пахча валли кӳлепе касса кӑларасси енӗпе те ӑна ҫитекенни пулман.
Иккӗмӗш вырӑна Шупашкарти 5-мӗш гимназире технологи предметне вӗрентекен А.Г.Кошкин йышӑннӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑна Мӑкшӑ Республикин ӑсти йышӑннӑ.
Чӗмпӗрте «Наци ялӗ» уҫӑлнӑ. Культура комплексӗнче чӑваш картишӗ пӗрремӗш пулнӑ. Ку мероприятие Хула кунне халалланӑ. Унта Чӑваш Енри делегацие те чӗннӗ.
Раҫҫейри тӗрлӗ халӑх культурипе, историйӗпе паллаштарасси — «Наци ялӗ» проекчӗн тӗллевӗ ҫакнашкал. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн унта азербайджансен, осетинсен, вырӑссен, тутарсен, еврейсен, ингушсен, эрменсен картишӗсем пулӗҫ. Чӑвашсен пӗрремӗш уҫӑлнӑ.
Унта анатри чӑвашсен музей комплексне кӑтартнӑ. Кафене 200 ҫын кӗреет. Хӑна ҫурчӗ, мунча — чӑваш сӗмӗллӗ. Килен-каяна кунта яланах ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илеҫҫӗ.
Ку комплекс халӑхсен туслӑхне тата ҫирӗплетме пулӑшӗ. Чӗмпӗр облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Сергей Морозов Чӑваш Ен час-часах килнине, регионтан, уйрӑмах — агропромышленноҫ комплексӗнче, тӗслӗх илнине палӑртнӑ.
Раҫҫейри спорт кӗрешӗвӗн федерацийӗн президенчӗ Михаил Мамиашвили чӑваш спортсменкинчен Инна Тражуковӑран иккӗмӗш хут каҫару ыйтнӑ. Хальхинче спортсменка ӑна йышӑннӑ, тавӑҫа каялла илнӗ.
Аса илтерер: Мамиашвили Тражуковӑна Олимп вӑййисенче пӑхӑр медаль илменшӗн ҫутӑлтарса янӑ. Инна вӑл пӗрремӗш хут каҫару ыйтсан йышӑнман.
Тражуковӑн тренерӗсенчен пӗри Борис Чернов спортсменка тавӑҫа каялла илнӗшӗн тӗлӗннӗ. Ара, Инна Мамиашвилие питӗ кӳреннӗ, мӗншӗн тесен лешӗ ӑна Тӑван ҫӗршыв сутӑнчӑкӗ тесе каланӑ.
Инна халӗ — Чӗмпӗр облаҫӗнче, Чӑваш Енре унӑн тӑванӗсем юлман. Инна Риори ӑнланманлӑх пирки калаҫасшӑн мар. Тавӑҫа каялла илнине унӑн ашшӗ те ырланӑ. Инна халӗ лайӑх канса тепӗр Олимпиадӑра медаль ҫӗнсе илме ӗмӗтленет.
Чӗмпӗр облаҫӗнче чӑваш ялӗнче ҫуралнӑ спортсменкӑна Инна Тражуковӑна пӑхӑр медаль илеймешкӗн тренерӗ питӗнчен ҫапни пирки пӗлтернӗччӗ. Иннӑпа РФ спорт министрӗ Виталий Мутко хӑй курса калаҫасшӑн.
Аса илтерер, спортсменкӑна Михаил Мамиашвили Рио-де-Жанейрӑра питӗнчен ҫапнӑ. Инна пӑхӑр медальшӗн кӗрешсе тӑваттӑмӗш вырӑна тухнӑ. Спорт кӗрешӗвӗн федераци президенчӗ ӑна пӗтӗм вӑйран тӑрӑшманшӑн хӗненӗ-мӗн.
Виталий Мутко Михаил Мамиашвилипе те курнӑҫасшӑн. Инна ҫапни пирки ытлах калаҫмасть. Ашшӗ-амӑшӗ кун пирки хыпарсенчен ҫеҫ пӗлнӗ. Спорт кӗрешӗвӗн федераци президенчӗ Иннӑна икӗ хут ҫапнӑ, виҫҫӗмӗш хут алӑ ҫӗклесен ӑна ҫынсем айккинелле сирнӗ. Ашшӗ те хӗрӗ ҫине нихҫан та алӑ ҫӗклесе курман та…
Иннӑн ашш-амӑшӗ халӗ хыпар кӗтет. Пике халӑх умӗнче унран каҫару ыйтасса кӗтет, спортран кайма шухӑшламасть вӑл. Спорт министрӗпе курнӑҫсан йышӑну тӑвӗ вӑл: йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтӗ-и е ҫук-и?
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |